‏ Luke 22:15-20

15 16Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Пасха апачӗ Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитмесӗр те Эпӗ ӑна урӑх ҫиеймӗп, ҫавӑнпа калатӑп та сире: асап куриччен малтан Манӑн ӑна питӗ сирӗнпе ларса ҫиес килет». 17Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр. 18Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр те Эпӗ ӗнтӗ иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗп». 19Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». 20Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал.
Copyright information for ChvIBTNT