‏ Luke 22:21-23

21Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать. 22Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ».

23Вӗренекенӗсем вара пӗр-пӗринчен ыйтса: «Пирӗн хушшӑмӑртан кам тытса пама пултарӗ-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT