Luke 9:37-43
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мф. 17:14-18; Мк. 9:14-27)
37Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса тем чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача! 39Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать. 40Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус. 42Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ. 43Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мф. 17:22-23; Мк. 9:30-32)
Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ:
Copyright information for
ChvIBTNT