‏ Luke 9:43-45

43Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.

Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани

(Мф. 17:22-23; Мк. 9:30-32)

Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ:
44«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Copyright information for ChvIBTNT