Mark 1:2-8
2– 3Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» 4Ҫавӑнпа та Иоанн килнӗ, вӑл пуш хирте тӗне кӗртнӗ, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 5Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ. 6Тӑхӑнасса Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе те вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ. 7Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар. 8Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT