‏ Mark 10:13-16

Иисус ачасене пиллет

(Мф. 19:13-15; Лк. 18:15-17)

13Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе Ун патне ачасене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем ача-пӑча илсе пыракансене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. 14Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. 15Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ». 16Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.
Copyright information for ChvIBTNT