Mark 11:15-19
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-17; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)
15Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 16Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ. 17Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ». 18Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ. 19Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT