‏ Mark 11:20-24

Ӗненессипе каҫарасси ҫинчен

(Мф. 21:20-22)

20Ирхине иртсе пынӑ чух вӗсем хайхи смоква йывӑҫҫи тымарӗ таранах типсе ларнине курнӑ. 21Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланӑ: «Равви! Пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫҫи типсе ларнӑ». 22Иисус вӗренекенӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: 23«Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех. 24Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех.
Copyright information for ChvIBTNT