‏ Mark 13:14-19

Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен

(Мф. 24:15-28; Лк. 21:20-24)

14«Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 15Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 16Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 17Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 18Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр. 19Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.
Copyright information for ChvIBTNT