‏ Mark 13:9-13

9Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ. 10Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле. 11Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ. 12Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. 13Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».
Copyright information for ChvIBTNT