Mark 15:16-20
Иисусран мӑшкӑлласа кулни
(Мф. 27:27-31; Ин. 19:2-3)
16Салтаксем Ӑна претори ▼▼Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ. 17Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. 19Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ. 20Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT