‏ Mark 15:42-47

Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни

(Мф. 27:57-61; Лк. 23:50-56; Ин. 19:38-42)

42Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман. Ҫавӑнпа та, каҫ пулсан, 43Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ. 44Иисус вилнӗ ӗнтӗ тесен Пилат тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗрпӗве чӗнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнӑ. 45Иисус вилнине ҫӗрпӳ те пӗлтерсен, Пилат Унӑн ӳтне Иосифа пама хушнӑ. 46Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. 47Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT