Mark 3:13-19
Вун икӗ апостола суйласа илни
(Мф. 10:1-4; Лк. 6:12-16)
13Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ. 14– 15Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. 16Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; 17Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать; 18Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит 19тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT