Mark 6:14-19
Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмӗ
(Мф. 14:1-12; Лк. 9:7-9)
14Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те». 15Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем. 16Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ. 17– 18Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ. 19Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман,
Copyright information for
ChvIBTNT