Mark 8:27-30
Иисус кам пулнине Петр пӗлтерни
(Мф. 16:13-20; Лк. 9:18-21)
27Унтан Иисуспа вӗренекенӗсем Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ялсене кайнӑ. Ҫул ҫинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен: «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ. 28«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем. 29«Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр. 30Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.
Copyright information for
ChvIBTNT