Mark 9:30-32
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мф. 17:22-23; Лк. 9:43-45)
30Иисуспа вӗренекенӗсем ҫав тӑрӑхран кайнӑ. Вӗсем Галилея ҫӗрӗпе пынӑ. Хӑйсем унта пулнине Иисус пӗлтересшӗн пулман. 31Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ. 32Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT