‏ Mark 9:33-37

Кам аслӑрах

(Мф. 18:1-5; Лк. 9:46-48)

33Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑрччӗ-ха?» 34Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ. 35Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр». 36Вара Вӑл пӗр пӗчӗк ачана вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ. Унтан, ачана ыталаса, вӗренекенӗсене каланӑ: 37«Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».
Copyright information for ChvIBTNT