Matthew 10:28-31
28Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Ҫӳлти Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест. 30Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. 31Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.
Copyright information for
ChvIBTNT