‏ Matthew 10:34-36

Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ

(Лк. 12:51-53; 14:26-27)

34«Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ. 35Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. 36Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышӗсемех тӑшман пулӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT