Matthew 21:12-13
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мк. 11:15-19; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)
12Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ та суту-илӳ тӑвакансене пурне те унтан хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере тухнӑ. 13«Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ», – тенӗ вӗсене Иисус.
Copyright information for
ChvIBTNT