Matthew 21:20-22
20Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ. «Епле-ха смоква йывӑҫҫи пӗр самантрах хӑрса ларчӗ?» – тенӗ вӗсем. 21«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те. 22Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Copyright information for
ChvIBTNT