Matthew 24:37-41
37Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ. 38Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. 39Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ. 40Ун чухне хирте ӗҫлекен икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ. 41Ал арманӗпе авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT