Matthew 7:21-23
Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен
(Лк. 13:25-27)
21«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“– тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. 22„Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“– тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен. 23Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“»
Copyright information for
ChvIBTNT