Matthew 7:7-11
Ылтӑн йӗрке
(Лк. 11:9-13)
7«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 8Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 9Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан, ӑна чул паракан ҫын пур-и? 10Е пулӑ ыйтсан, ҫӗлен паракан пур-и? 11Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех.
Copyright information for
ChvIBTNT