‏ Matthew 8:14-17

Нумай ҫынна сыватни

(Мк. 1:29-34; Лк. 4:38-41)

14Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ. 15Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 16Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ. 17Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Copyright information for ChvIBTNT