‏ Matthew 8:19-22

19Ҫавӑн чухне Ун патне саккун вӗрентӳҫи пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пыракан пулӑп». 20«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус. 21Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 22Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Copyright information for ChvIBTNT