Matthew 8:23-27
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мк. 4:35-41; Лк. 8:22-25)
23Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ. 24Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме путарасла хумсем ҫапа пуҫланӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ пулнӑ. 25Вӗренекенӗсем Иисуса пырса вӑратнӑ та: «Эй, Хуҫамӑр, ҫӑл пире, пӗтетпӗр», – тенӗ. 26«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 27«Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.
Copyright information for
ChvIBTNT