‏ Matthew 8:28-34

Усал ернӗ икӗ ҫынна сыватни

(Мк. 5:1-20; Лк. 8:26-39)

28Иисус тинӗс леш енне, Гергеса ҫӗрне ишсе каҫнӑ. Унта Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенчен тухнӑ, усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем питӗ тискерленсе кайнӑран ҫав ҫулпа никам та ҫӳреймен. 29Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн». 30Вӗсенчен аяккарахра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ. 32«Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 33Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ. 34Вара пӗтӗм хула халӑхӗ Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Ӑна курсан хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
Copyright information for ChvIBTNT