‏ Philippians 1

Саламлани

1Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Филиппӑри мӗн пур ӗненекенсене тата чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе диаконсене
Диакон – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен.
:
2сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Павел филиппӑсемшӗн кӗлтуни

3Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп. 4 5Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп. 6Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ. 7Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. 8Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать. 9Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 10Ырра уйӑрма пӗлнӗ пирки Христос кунӗнче эсир таса чунлӑ та кӑлтӑксӑр пулни палӑртӑрччӗ тетӗп. 11Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.

Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп

12Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ. 13Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири
Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ.
14Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ. 15Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем ҫакна мана кӗвӗҫсе, манпа тупӑшса тӑваҫҫӗ. Теприсем вара Христос ҫинчен ырӑ шухӑш-кӑмӑлпах вӗрентеҫҫӗ. 16Манпа ӑмӑртма хӑтланса пӗрисем Христос ҫинчен таса чунпа вӗрентмеҫҫӗ, вӗсем мана, тӗрмере лараканскере, хӑйсем пекех кӗвӗҫӳллӗ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшӑн. 17Теприсем, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесси манӑн тивӗҫӗм пулнине пӗлнӗрен, юратуллӑ чунпа вӗрентеҫҫӗ. 18Апла-и, капла-и – Христос ҫинчен таса чунпа е ячӗшӗн кӑна вӗрентсен те – эпӗ ҫапах савӑнатӑп, савӑнӑп та. 19Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп. 20Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ. 21Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ҫӳлти сӑвапа илӗп. 22Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни ӗҫӗмшӗн усӑллӑ пирки пурӑнӑҫпа вилӗмрен хӑшне суйласа илмеллине те пӗлместӗп. 23Маншӑн вӑл та, ку та кӑмӑллӑ: ҫак пурӑнӑҫран уйӑрӑлса кайса манӑн Христоспа пӗрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулӗччӗ. 24Анчах та эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни сире кирлӗрех. 25Чӗрӗ юласси пирки вара эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Сирӗн ӗненӗвӗре аталантарса савӑнӑҫ кӳмешкӗн эпӗ сирӗнпе пуринпе те курнӑҫӑп-ха. 26Вара, тепре сирӗн патӑра ҫитсессӗн, мана пула эсир Христос Иисуспа тата ытларах мухтанма пултарӑр.

27Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ. 28Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран, 29 30мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
Copyright information for ChvIBTNT