‏ Philippians 2

Христос пек йӑваш пулӑр

1Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и? 2Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр. 3Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. 4Харпӑр хӑвӑршӑн кӑна мар, ҫынсемшӗн те тӑрӑшӑр. 5Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла. 6Туррӑн сӑнарӗ пулин те, Иисус вӑйпах Турӑпа тан юлас темен, 7этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. 8Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ. 9Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. 10Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, 11Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.

Ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр

12Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр. 13Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать. 14 15Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр, 16чӗрӗлӗх сӑмахне упрӑр. Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе, тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп. 17Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп. 18Ҫавӑншӑн эсир те хӗпӗртӗр, манӑн савӑнӑҫӑма пайлӑр.

Тимофейпа Епафродит

19Иисус Хуҫамӑра шанса часах сирӗн патӑра Тимофея яма шутлатӑп. Вара, сирӗн ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗлсен, чунӑм лӑпланӗ. 20Сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн, хампа танах тӑрӑшакан ҫыннӑм Тимофейсӑр пуҫне урӑх ҫук. 21Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 22Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 23Ҫапла вара, хама мӗн кӗтнине пӗлсенех, эпӗ тӳрех сирӗн патӑра Тимофея ярӑп. 24Хуҫа Турӑ пулӑшнипе эпӗ хам та сирӗн патӑра часах ҫитсе курасса ҫирӗп шанатӑп.

25Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ. 26Вӑл сире курасшӑн тунсӑхласа ҫитрӗ, хӑй чирлени ҫинчен эсир илтнине пӗлсессӗн вара хуйха ӳкрӗ. 27Мӗншӗн тесен вӑл вилмеллех чирленӗччӗ, анчах Турӑ ӑна хӗрхенчӗ. Турӑ ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ: хуйхӑ ҫине суйхӑ пуласран хӑтарчӗ. 28Ҫавӑнпа та эпӗ Епафродита сирӗн патӑра хӑвӑртрах ярас терӗм. Унпа курнӑҫса калаҫсассӑн эсир хӗпӗртӗр, вара манӑн чунӑм та лӑпланӗ. 29Ӑна ытти ӗненекен тӑвансене йышӑннӑ пекех савӑнса хапӑл тусамӑрччӗ, Хуҫамӑр ячӗпе сума сусамӑрччӗ. 30Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне мана пулӑшма сирӗн май килмен пирки вӑл пурӑнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ.
Copyright information for ChvIBTNT