Philippians 3
Чӑн-чӑн тӳрӗлӗх
1Ытти пирки вара эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса савӑнӑр. Пӗр каланӑ сӑмахах тепре ҫырмашкӑн мана йывӑр мар, сире вара вӑл инкек-синкексенчен хӑтарса хӑварӗ. 2Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр. 3Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр. 4Паллах, ӳт-пӗве шанмашкӑн манӑн та сӑлтавӑм пур. Ҫав сӑлтавӑм ӳт-пӗве шанакан кирек камӑннинчен те ытларах. 5Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей, 6тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер. 7Анчах та, Христоса ӗненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ӑнланса илтӗм. 8Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе, 9хама Унра тупас тесе турӑм. Эпӗ саккуна пурнӑҫласа хам тӑрӑшнипе тӳрре тухас теместӗп. Эпӗ Христоса ӗненсе тӳрре тухасшӑн, ҫав тӳрӗлӗхе вара Турӑ ӗненӳ урлӑ парать. 10– 11Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тӗллевӗмпе манӑн Христоса тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ вӑй-хӑвата пӗлес килет; Унӑн асапне, вилӗмне Унпа пӗрле пайлас килет.Тӗллев патне васкаса
12Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп. 13Эй, тӑвансем! Эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм тесе йӑпанса лармастӑп; иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. 14Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ. 15Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ. 16Кирек епле пулсассӑн та, хамӑр пӗр тупнипе килӗшӳллӗн шухӑшлар, ҫав йӗркепе пурӑнар. 17Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр. 18Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ (вӗсем ҫинчен эпӗ сире пӗрре мар каласаттӑм, халӗ куҫҫуль витӗрех калам) хӑйсене Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек тыткалаҫҫӗ. 19Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. 20Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр. 21Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT