‏ Philippians 4

1Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ.

Чӗнсе каланисем

2Еводияна тархаслатӑп, Синтихияна тархаслатӑп: эсир Хуҫамӑра ӗненнӗ тӑрӑх тӑвансем пулатӑр, ҫавӑнпа та пӗр шухӑшлӑ пулӑр. 3Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. 4Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр! 5Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ. 6Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр. 7Вара Туррӑн этем ӑнланайми канӑҫлӑхӗ Иисус Христосри пӗрлӗхре сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра упраса хӑварӗ.

8Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр. 9Хӑвӑр манран вӗреннине, йышӑннине, илтнине, курнине туса пырӑр, – вара канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.

Филиппӑсене пулӑшушӑн тав туни

10Эсир маншӑн каллех тӑрӑшнине курсан, эпӗ, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса, питӗ савӑнтӑм. Эсир маларах ман ҫинчен шутламан теместӗп, май килтерейменнине пӗлетӗп. 11Ҫак сӑмахсене эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫран каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ мӗн пуррипе ҫырлахма хӑнӑхнӑ. 12Эпӗ ҫити-ҫитмине те, тулӑххине те курнӑ. Тӑраниччен ҫиетӗп-и, выҫах-и, тулӑх-и, ҫити-ҫитми-и – эпӗ ӗнтӗ темле те пурӑнма вӗренсе ҫитрӗм. 13Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп. 14Ҫапах та эсир мана инкекре пулӑшни лайӑх.

15Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫӑнсанах, Македонирен кайнӑ хыҫҫӑн мана сирӗнсӗр пуҫне пӗр чиркӳ те пулӑшу памарӗ, йышӑнмарӗ. Ҫакна эсир, филиппӑсем, хӑвӑрах аван пӗлетӗр. 16Эпӗ Фессалоникӑра чухне те эсир пӗр-икӗ хутчен мана пулӑшу ярса патӑр. 17Эпӗ ҫакна калани сирӗнтен пулӑшу кӗтнине пӗлтермест. Ырӑ тунине кура сирӗн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатӑп. 18Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек. 19Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ. 20Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь.

Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем

21Иисус Христоса ӗненекенсене салам калӑр. Кунти ӗненекен тӑвансем пурте манпа пӗрле сире салам яраҫҫӗ. 22Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ.

23Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT