‏ Philemon

Саламлани

1Чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑ Павелран тата ӗненекен тӑванӑмӑр Тимофейран – савнӑ Филимон тусӑмӑра, ӗҫри юлташӑмӑра; 2тата савнӑ тӑванӑмӑр Апфия йӑмӑка; тата кӗрешӳри юлташӑмӑра Архипа; ҫавӑн пекех санӑн килӳнте пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна. 3Сире пурне те Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Филимонӑн юратулӑхӗпе ӗненӗвӗ

4Кӗллӗмсенче сана аса илмессерен эпӗ Туррӑма яланах тав тӑватӑп, 5мӗншӗн тесен эсӗ Иисус Хуҫамӑра епле ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен тӑтӑшах илтетӗп. 6Пирӗнпе пӗрле ӗненсе Иисус Христосри мӗн пур ырӑлӑха санӑн хӑвӑр патӑртах хастаррӑн пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп. 7Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.

Онисимшӑн тархаслани

8Христос ячӗпе манӑн сана мӗн тумаллине хӑюллӑнах хушма ирӗкӗм пур. 9Апла пулин те эпӗ санран юратулӑхпа ыйтасшӑн. Сана такам йӑлӑнмасть, эпӗ, ватӑ Павел, халӗ чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑскер, ыйтатӑп. 10Эпӗ ӗненӳри ывӑлӑмшӑн, Онисимшӑн, тархаслас тетӗп. Кунта, тӗрмере, эпӗ уншӑн чун-чӗм ашшӗ пулса тӑтӑм. 11Ӗлӗкрех сана унран ним усси те пулас ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл иксӗмӗре те кирлӗ. Эпӗ ӑна сан патна яратӑп. 12Эсӗ ӑна чӗреҫӗм вырӑнне хурсах хапӑл тусамччӗ
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ урӑхларах: «Эпӗ ӑна сан патна хамӑн кӑмӑлӑма парса каялла яратӑп».
.
13Ман ӑна ярассӑмах килместчӗ. Ырӑ Хыпар вӗрентнӗшӗн тӗрмере ларнӑ чухне вӑл сан вырӑнна манӑн пулӑшаканӑм пултӑрччӗ тесе шутлаттӑм. 14Анчах та санпа килӗшсе татӑлмасӑр нимӗн те тӑвас темерӗм. Ырӑ ӗҫе санӑн ҫын хистенипе мар, кӑмӑл хушнипе тумалла пултӑрччӗ терӗм. 15Тен, вӑл санран вӑхӑтлӑха уйӑрӑлни эсӗ ӑна ху патна ӗмӗрлӗхе илессе пӗлтерчӗ. 16Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.

17Ҫапла ӗнтӗ, эсӗ мана тус-юлташ тесе шутлатӑн пулсан, ӑна мана йышӑннӑ пекех хапӑл ту. 18Вӑл сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ е парӑмлӑ пулсан, вӑл мар, эпӗ парӑмлӑ тесе шутла. 19Ҫакна хам аллӑмпа ҫырсах ҫирӗплететӗп: ун парӑмне хамах парса татӑп. Эсӗ ман умра пурӑнӑҫушӑн парӑмлӑ пирки эпӗ шарламастӑп та. 20Ӗнтӗ Хуҫа Турӑ ячӗпе маншӑн ырӑ ӗҫ тусамччӗ, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулса, чунӑма лӑплантарсамччӗ.

21Эсӗ итлессе шанса ҫыратӑп. Эсӗ маншӑн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пӗлетӗп. 22Тата ман валли пӳлӗм хатӗрле. Турӑ мана, сирӗн кӗллӗре илтсе, сирӗн патӑра ҫавӑрса ҫитерессе шанатӑп.

Юлашкинчен салам яни

23Сана Епафрас салам ярать. Христос Иисусшӑн вӑл манпа пӗрле тӗрмере ларать. 24Манӑн ӗҫри юлташӑмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаҫҫӗ. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ сирӗн чун-чӗмпе пултӑр. Аминь.25

Copyright information for ChvIBTNT