Revelation of John 10
Ҫыру тӗркемӗ тытнӑ ангел
1Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ. 2Аллинче унӑн пысӑках мар, уҫӑ ҫыру тӗркемӗччӗ. Сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахаййипе – ҫӗр ҫине, 3унтан арӑслан сасси пек вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассине хирӗҫ ҫичӗ аслати сасӑ пачӗ. 4Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ. 5Унтан эпӗ ҫакна куртӑм: хайхи хӑрах урипе тинӗс ҫине пуснӑ, хӑраххипе ҫӗр ҫине пуснӑ ангел аллине тӳпенелле ҫӗклерӗ. 6Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ. 7– Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртма хатӗрленсен, кӑшкӑртса ярсан, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗ пулса ҫитӗ. Ун ҫинчен Вӑл Хӑйӗн чурисене, пророксене, малтанах пӗлтернӗ». 8Вара маларах мана тӳперен илтӗннӗ сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ: «Кай та хӑрах урипе тинӗс ҫинче, хӑраххипе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчи уҫӑ ҫыру тӗркемне ил», – терӗ. 9Эпӗ ангел патне пытӑм та: «Ҫыру тӗркемне мана парсамччӗ», – терӗм. «Илех, ҫисе яр ӑна, – тавӑрчӗ вӑл. – Ӑна ҫисен, туту-ҫӑварунта пыл тути калӗ, анчах та ӑш-чиккӳне йӳҫек касӗ». 10Эпӗ ангел аллинчи ҫыру тӗркемне илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Ҫинӗ чухне тута-ҫӑварӑмра пыл тути каларӗ, анчах та ӑш-чикӗме йӳҫек касса кайрӗ. 11«Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.
Copyright information for
ChvIBTNT