‏ Revelation of John 12

Хӗрарӑмпа аҫтаха

1Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ. 2Ҫав хӗрарӑм, ача ҫуратма вӑхӑчӗ ҫитнӗскер, тертленсе кӑшкӑрать. 3Унтан тӳпере тепӗр паллӑ курӑнчӗ: ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫ кӑшӑллӗ пысӑк та хӗрлӗ аҫтаха. 4Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ. 5Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ. 6Вара хӗрарӑм пуш хире тарчӗ. Унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта хӗрарӑма пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пӑхса усрамалла пулнӑ.

7Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ. 8Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ. 9Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ. 10Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ. 11Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ. 12Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»

13Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине ҫапса антарнине туйса илсен, ывӑл ача ҫуратнӑ хӗрарӑма йӗрлеме тытӑнчӗ. 14Анчах та хӑйӗн валли хатӗрленӗ пуш хирти вырӑна вӗҫсе каймашкӑн хӗрарӑма пысӑк ӑмӑрт кайӑкӑн икӗ ҫунатне панӑ пулнӑ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна виҫӗ ҫул ҫурӑ пӑхса усрамалла пулнӑ. 15Вара, хӗрарӑма шывпа юхтарса ярас тесе, ун хыҫӗнчен хайхи ҫӗлен хӑйӗн ҫӑварӗнчен юхан шыв пек шыв кӑларса ячӗ. 16Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл уҫӑлчӗ те аҫтаха ҫӑварӗнчен тухнӑ юхан шыва ҫӑтса ячӗ. 17Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.
Copyright information for ChvIBTNT