Revelation of John 13
Икӗ тискер кайӑк
1Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ. 2Манӑн умри тискер кайӑк барс евӗрлӗрехчӗ. Урисем унӑн упан пек, ҫӑварӗ арӑсланӑн пек. Аҫтаха ӑна хӑйӗн вӑйне, престолне тата пуҫ пулмалли аслӑ ирӗкне панӑ. 3– 4Пӑхрӑм та, унӑн пуҫӗсенчен пӗри вилмеллех аманнӑ пек курӑнчӗ, анчах та ҫав вилмеллех суран тӳрленчӗ. Тискер кайӑка курнипе пӗтӗм тӗнче тӗлӗнчӗ. Вара пурте тискер кайӑка вӑй-хӑват панӑ аҫтахана пуҫҫапрӗҫ. Унтан тискер кайӑка ҫапла каласа пуҫҫапрӗҫ: «Ҫак тискер кайӑк пекки урӑх пур-и? Кам унпа ҫапӑҫма пултарайӗ?» 5Тискер кайӑка мӑнкӑмӑлланса калаҫмалӑх, Турра хурламалӑх чӗлхе-ҫӑвар тата хӗрӗх икӗ уйӑх хушши усал тумалӑх ирӗк панӑччӗ. 6Вара вӑл Турӑ ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене хур тӑвас тесе, Турра хурлама ҫӑварне уҫрӗ. 7Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ. 8Тӗнчене пултаричченех пусса Турра кӳнӗ Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камӑн ятне ҫырса хуман, ҫавсем пурте ӑна пуҫҫапӗҫ. 9Илтме хӑлха пурри илттӗр. 10Тыткӑна илсе каякана хӑйне тыткӑна илсе кайӗҫ; хӗҫпе вӗлерекене хӑйне хӗҫпе вӗлерӗҫ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ урӑхларах: «Тыткӑна лекме пӳрнӗ ҫын тыткӑна лекӗ, хӗҫпе вилме пӳрнине хӗҫпе вӗлерӗҫ».
. Ҫав саманара сӑваплисен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп ӗненӳллӗ пулмалла. 11Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм. Унӑн Путекӗнни пек икӗ мӑйрака, калаҫасса хӑй аҫтаха пек калаҫать. 12Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн. 13Вӑл тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартать: ҫынсен куҫӗ умӗнчех тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм антарать. 14Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет. 15Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ. 16Вӑл пур ҫынсене те: аслисемпе кӗҫӗннисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те – сылтӑм алли е ҫамки ҫине ҫыру палли лартма хистет. 17Камӑн ҫак ҫыру палли ҫук, вӑл сутма та, илме те пултараймасть. Ҫыру паллинче тискер кайӑкӑн ятне е ҫав ята палӑртакан хисепе ҫырнӑ. 18Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑсӗ пур, вӑл тискер кайӑк ятне палӑртакан хисепе хӑех тавҫӑрса илтӗр. Ҫав хисеп – этемле хисепех: улт ҫӗр утмӑл улттӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT