Revelation of John 14
Путек Сион тӑвӗ ҫинче
1Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче урӑхларах: «Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн ячӗпе Ашшӗн ячӗччӗ».
. 2Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм. 3Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ. 4Юрлаканӗсем хӗрарӑмпа ҫывӑрса вараланман, таса ҫынсем. Путек кирек ӑҫта кайсассӑн та, вӗсем Ун хыҫӗнчен ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене Турӑпа Путекӗн малтанхисем пулмашкӑн ҫынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнӗ. 5Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ суялӑха пӗлмест: Турӑ престолӗ умӗнче вӗсем таса. Виҫӗ ангел
6Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ. 7Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!» 8Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел. 9Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, 10ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ. 11Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ. 12Ҫавӑнпа Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыракан, Иисуса ӗненекен сӑваплӑ ҫынсене тӳсӗмлӗх кирлӗ пулӗ». 13Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ».Вырма вӑхӑчӗ
14Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла. 15Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!» 16Вара пӗлӗт ҫинче лараканӗ ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те ҫӗр ҫинчи тыр-пула вырса илчӗ. 17Кайран тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫурлаллӑ урӑх ангел тухрӗ, унӑн та ҫурли ҫивӗччӗ. 18Тата тепӗр ангелӗ, вутпа пуҫ пулма ирӗк илнӗскер, парне вырӑнӗ патӗнчен пычӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «Ҫивӗч ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли сапакисене кас, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитнӗ!» 19Хайхи ангел ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те иҫӗм ҫырлине касса пуҫтарса илчӗ. Вара ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ. 20Ҫав ҫырлана вара хула тулашӗнчи сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑчра таптарӗҫ, юхтаркӑчран юн тапса тухрӗ. Ҫав юн, лаша йӗвенӗ таран тулса, виҫ ҫӗр ҫухрӑма яхӑн сарӑлса юхрӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT