Revelation of John 17
Аскӑн хӗрарӑмпа тискер кайӑк
1Унтан ҫичӗ куркаллӑ ҫичӗ ангелтан пӗри ман патӑма пычӗ те ҫапла каларӗ: «Курсам, эпӗ сана нумай юхан шыв ҫинче ларакан аскӑнран та аскӑн хӗрарӑма епле суд тунине кӑтартӑп». 2Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ». 3Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ. 4Хӗрарӑмӗ тӗксӗм хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑн капӑрчӑксемпе, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе илемленнӗ. Аллине хӑй ылтӑн курка тытнӑ, курка тулли вара – унӑн аскӑнлӑхӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхӗ. 5Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон». 6Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 7«Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп. 8Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ. 9Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ хӗрарӑм ларакан ҫичӗ сӑрта 10тата ҫичӗ патшана пӗлтерет. Ҫиччӗшӗнчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах патшара ларать, юлашки вара ҫӗр ҫине килмен-ха. Анчах та вӑл, килсессӗн те, нумайлӑха тытӑнса тӑраймӗ. 11Тахҫан чӗрӗ пулнӑ, халӗ вилӗ тискер кайӑк ҫичӗ патшаран пӗрне, саккӑрмӗшне пӗлтерет. Вӑл та тӗп пулӗ. 12Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ. 13Вунӑ патшин те пӗр шухӑш. Вӗсем хӑйсен вӑй-хӑватне, влаҫне тискер кайӑка парас теҫҫӗ. 14Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем». 15Унтан ангел мана ҫапла каларӗ: «Хайхи эсӗ курнӑ аскӑн хӗрарӑм ларакан юхан шывсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑха, тӗрлӗ йӑх-ӑрӑва пӗлтереҫҫӗ. 16Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ. 17Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла. 18Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».
Copyright information for
ChvIBTNT