Revelation of John 18
Вавилон хулине пӗтерни
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан тепӗр ангела куртӑм. Ӑна питӗ пысӑк влаҫ панӑччӗ. Унӑн чап-мухтавӗпе ҫӗр пичӗ те ҫуталса кайрӗ. 2Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса каларӗ: «Тӗп пулчӗ Вавилон! Виҫесӗр аскӑнчӑк тӗп пулчӗ! Вӑл шуйттан кил-ҫурчӗ, тӗрлӗрен усал сывлӑш пурӑнмалли вырӑн, тӗрлӗрен таса мар та йӗрӗнмелле вӗҫен кайӑк йӑви пулса тӑчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл мӗн пур халӑхсене ясарлӑхӑн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. 3Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, унӑн пысӑк пуянлӑхӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуйса кайрӗҫ». 4Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм. «Эй, халӑхӑм! – терӗ ҫав сасӑ. – Ҫак хулан ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнмалла ан пултӑр тесен, ун ҫине янӑ инкеке тӳсмелле ан пултӑр тесен, унтан тухса кай! 5Мӗншӗн тесен ҫак хулан ҫылӑхӗсем тӳпе таранах ҫӗкленчӗҫ, унӑн усал ӗҫӗсене Турӑ аса илчӗ ӗнтӗ. 6Вавилон сире епле асап кӑтартрӗ, эсир те ӑна ҫаплах тавӑрса парӑр. Ӗҫӗсене кура ӑна икӗ хут та ытларах тавӑрса парӑр. Хӑвӑра ӗҫтернӗ куркана эсир ун валли икӗ хут та хаяртарах эрех ярса хатӗрлӗр. 7Вӑл мӗн чухлӗ чаплӑланчӗ, пуянлӑхӗпе мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах хӑй ӑшӗнче: „Эп патшара ларатӑп, эп тӑлӑх арӑм мар, нихҫан та хурлӑх курмӑп“, – тет. 8Ҫавӑнпа та пӗр кун хушшинчех ун ҫине тӗрлӗ инкек-синкек – вилӗм, хуйхӑ, выҫлӑх – йӑтӑнса анӗ. Ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тӑвакан Хуҫа Турӑ хӑватлӑ. 9Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ. 10Унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, вӗсем ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Эй, тӗреклӗ Вавилон хули! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Пӗр самантрах санӑн судпала айӑпланмалла пулчӗ“. 11Вара хӑйсен таварӗсене никам та илекен пулманран ҫӗр ҫинчи купсасем те ӳлесе, татӑлса йӗрӗҫ. 12Вӗсен таварӗсем – ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чулсем, ӗнчӗ, виссонпа порфира ▼▼Виссон – паха йӗтӗн пир е ҫав пиртен ҫӗленӗ тумтир. Порфира – тӗксӗм хӗрлӗ хӑмач пир е ҫав пиртен ҫӗленӗ тумтир.
, пурҫӑнпа йӗпкӗн хӗрлӗ пир-авӑр, ырӑ шӑршӑллӑ йывӑҫ, слон шӑмминчен, паха йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ япаласем, 13корицӑпа фимиам, мирӑпа ладан, хӗрлӗ эрехпе олив ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑхсем, лашасемпе кӳмеллӗ урапасем, чурасем – никама та кирлӗ пулмӗҫ. 14Ӗнтӗ санӑн кӑмӑлланӑ ҫимӗҫӳсем те ҫук, пуянлӑхупа чаплӑ капӑрлӑху та пӗтрӗ, вӗсене эсӗ тек нихӑҫан та каялла тавӑраймӑн. 15Ҫак тӗрлӗ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, ӳлесе те татӑлса йӗрсе, 16ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Эсӗ виссонпа порфира, хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа тата хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе капӑрланаттӑн! 17Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах ҫав тӗрлӗ пуянлӑху пӗтмелле пулчӗ! Карап капитанӗсем, караппа ҫӳрекенсем, моряксем, тинӗс ӗҫченӗсем – пурте карапӗсемпе хуларан аякра чарӑнса тӑчӗҫ. 18Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!» 19Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!» 20Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр! 21Унтан пӗр хӑватлӑ ангел арман чулӗ пек чул илчӗ те ӑна тинӗсе ывӑтрӗ. «Аслӑ Вавилон хулин те ҫакнашкалах пӗтмелле пулӗ, унӑн ҫӗр питӗнчен ҫухалмалла, – терӗ вӑл. 22– Кунта текех кӗсле калани те, юрлани те, шӑхлич калани те, труба сасси те илтӗнмӗ. Кунта текех ӑстасем те, ал ӗҫӗ тӑвакансем те пулмӗҫ. Кунта текех ал арманӗ сасси те илтӗнмӗ. 23Кунта текех ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑ сасси те янӑрамӗ. Сан купсусем ҫӗр ҫинче чаплӑран та чаплӑ хуҫасемччӗ, санӑн асамлӑхупа мӗн пур халӑх улталаннӑччӗ. 24Анчах та ҫак хула ҫылӑхӗсене пула сӑваплисемпе пророксен, ҫӗр ҫинче вӗлернисен пурин те – юнӗ юхнӑ!»
Copyright information for
ChvIBTNT