Revelation of John 19
Вавилона суд тунӑшӑн Турра мухтани
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх сасси пек вӑйлӑ сасӑсем илтрӗм. «Аллилуия! – тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. – Ҫӑлӑнӑҫпа мухтав та, чыспала хӑват та пирӗн Хуҫамӑрта. 2Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ». 3«Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!» 4Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.Путекӗн туйӗ
5Вара престол патӗнчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: «Эй, Туррӑн мӗн пур чурисем, мӗн пур Унран хӑракансем, асли те, кӗҫӗнни те – Турра мухтӑр!» 6Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ! 7Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ. 8Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет». 9Унтан ангел мана: «Путекӗн туйне чӗннисем телейлӗ», – тесе ҫырма хушрӗ. Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку сӑмахсем – Туррӑн чӑн сӑмахӗсем». 10Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».Шурӑ ут ҫинчи юланутҫӑ
11Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ. 12Куҫӗсем Унӑн вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗ ҫинче темӗн чухлӗ пуҫ кӑшӑлӗсем. Ҫавсем ҫине Унӑн ятне ҫырнӑ, Хӑйӗнсӗр пуҫне вӑл ята никам та пӗлмест. 13Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ. 14Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ. 15Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ. 16Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи. 17– 18Унтан эпӗ хӗвел ҫинче тӑракан пӗр ангела куртӑм. Ҫӳл тӳпере вӗҫекен кайӑксене вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Вӗҫӗр, вӗҫӗр! Патшасен, хуҫасен, ҫар пуҫӗсен, утсемпе юланутҫӑсен виллисене, ирӗклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кӗҫӗннисен виллисене сӑхмашкӑн Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр!» 19Вара эпӗ тискер кайӑкпа ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарне куртӑм. Вӗсене ут ҫинче Лараканпа тата Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫмашкӑн пуҫтарнӑ. 20Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. 21Ыттисен вара, вӗсен ҫарӗнчисен, ут ҫинче Лараканӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчи хӗҫпе пӗтмелле пулчӗ. Мӗн пур вӗҫен кайӑк вӗсен виллисене тӑраничченех сӑхрӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT