‏ Revelation of John 2

Ефесри чиркӗве янӑ ҫыру

1«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те: 2Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ. 3Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн. 4Анчах та Манӑн сана асӑрхаттарса каламалли те пур: санра халӗ малтанхи юратулӑху ҫук. 5Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп. 6Ҫапах та николаитсен
Николаитсем – малтанхи христиансем хушшинчи тӗн тӗлӗшӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ ушкӑн.
ӗҫне-хӗлне эсӗ Манашкалах курайманнишӗн сана ырламалла.
7Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».

Смирнӑри чиркӗве янӑ ҫыру

8«Смирна чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнӗскер, акӑ, Чӗрӗскер, ҫапла калать, те: 9Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ. 10Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп. 11Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене иккӗмӗш вилӗм сӑтӑр тӑваймӗ“».

Пергамри чиркӗве янӑ ҫыру

12«Пергам чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Икӗ енӗ те ҫивӗч Хӗҫли ҫапла калать, те: 13Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп. 14Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ. 15Сан патӑнта тата николаитсен вӗрентӗвне тытса пыракансем те пур, Эпӗ вӗсен вӗрентӗвне кураймастӑп. 16Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».

Фиатирӑри чиркӗве янӑ ҫыру

18«Фиатира чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Вут ҫулӑмӗ евӗр куҫлӑ, шӑранакан пӑхӑр пек ураллӑ Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать, те: 19Санӑн ӗҫӳсене те, юратулӑхна та, Турӑшӑн ӗҫленине те, ӗненӗвне те, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Тата хальхи ӗҫӳсем малтанхинчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп. 20Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет. 21Эпӗ ӑна пӑсӑк ӗҫӗсенчен ӳкӗнмешкӗн вӑхӑт парсаттӑм, анчах та вӑл ӳкӗнмерӗ. 22Акӑ, Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле ҫылӑха кӗрсе пурӑннисем ҫине вара, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмесен, пысӑк хуйхӑ ярӑп. 23Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24Эсир Фиатирӑра пурӑнакан ытти хӑш-пӗр ҫынсемпе пӗрле ҫав вӗрентӳ хыҫҫӑн каймастӑр, „шуйттанлӑхӑн шырланӗ“текенни мӗнне пӗлместӗр. Ҫавӑнпа та сире пурне те ҫакна калатӑп: „Эпӗ сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп“. 25Эпӗ пыриччен вара эсир халиччен мӗне тытса пынӑ, ҫавнах тытса пурӑнӑр. 26 27Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ. 28Ҫӗнтерекене тата шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп. 29Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».
Copyright information for ChvIBTNT