‏ Revelation of John 20

Пин ҫул

1Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗрлӗх ҫӑраҫҫипе пысӑк сӑнчӑрччӗ. 2Вӑл хайхи аҫтахана, авалхи ҫӗлене, ярса илчӗ те пин ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ, ҫак ҫӗлен – шуйттан, сатана. 3Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.

4Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ. 5Вилнисенчен ыттисем вара пин ҫул иртмесӗр те чӗрӗлсе тӑмарӗҫ. Ҫакӑ малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни пулчӗ. 6Малтанхи хутӗнчех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫ пулнисем телейлӗ те сӑваплӑ. Иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем, Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулса, Унпа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.

Шуйттана тӗп туни

7Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех. 8Акӑ вӗсем, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх тухса, сӑваплисем тӑракан вырӑна, Турӑ юратакан хулана, ҫавӑрса илчӗҫ. 9Анчах та тӳперен, Турӑ патӗнчен, вут анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ. 10Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.

Суд

11Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ. 12Вара эпӗ вилнисем, аслисемпе кӗҫӗннисем те, Турӑ умӗнче тӑнине куртӑм. Ҫавӑнтах уҫса хунӑ кӗнекесем пурччӗ. Пурӑнӑҫ кӗнеки те уҫӑччӗ. Вара вилнисене кӗнекесенче ҫырнине кура, кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫне кура, суд турӗҫ. 13Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене пачӗ, вилӗмпе тамӑк та вилнисене пачӗҫ, кашнинех ӗҫӗсене кура суд турӗҫ. 14Вара вилӗмпе тамӑка вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ҫакӑ иккӗмӗш вилӗм пулчӗ. 15Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT