Revelation of John 21
Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр
1Унтан эпӗ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре куртӑм, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи тӳпепе ҫӗр те, тинӗс те ҫукчӗ ӗнтӗ. 2Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ. 3Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ. 4Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ». 5Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ. 6«Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп. 7Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ. 8Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».Ҫӗнӗ Иерусалим
9Унтан ман патӑма юлашки ҫичӗ инкекпе тултарнӑ ҫичӗ куркаллӑ ангелсенчен пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: «Кил, эпӗ сана Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне, ҫамрӑк арӑмне, кӑтартатӑп». 10Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ. 11Ҫак хулан Турӑ мухтавӗ пур. Вӑл хаклӑ йышши чул пек, витӗр таса пӑр евӗрлӗ яспис пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ. 12Хули тавра вун икӗ хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме. Хапхасем ҫинче – вун икӗ ангел, кашни хапхи ҫинех Израилӗн вун икӗ йӑхӗн ятне ҫырнӑ. 13Виҫӗ хапхи – хӗвел тухӑҫ енне, виҫӗ хапхи – ҫурҫӗр енне, виҫӗ хапхи – кӑнтӑр енне, тепӗр виҫӗ хапхи хӗвел анӑҫ енне тухать. 14Хула хӳмисене вун икӗ никӗс ҫине туса лартнӑ, кашни никӗсӗ ҫинех Путекӗн вун икӗ апостолӗн ятне ҫырнӑ. 15Манпа калаҫакан ангелӑн хулапа хапхисене, хӳмине виҫмешкӗн ылтӑн туя пурччӗ. 16Хули тӑваткӗтеслӗх евӗр, унӑн урлӑш-тӑршшӗ пӗрех. Ангел хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, пурӗ вун икӗ пин ҫурӑ ҫухрӑма яхӑн пулчӗ. Унӑн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрешкелех. 17Унтан ангел хула хӳмине этем виҫипе виҫрӗ те, пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике пулчӗ. Ангел виҫи этем виҫи пекехчӗ. 18Хӳмине ясписран купаланӑ, хулине вара – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран. 19Хӳме никӗсӗсене тӗрлӗ хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ. Пӗрремӗш никӗсӗ – яспис, иккӗмӗшӗ – сапфир, виҫҫӗмӗшӗ – халкидон, тӑваттӑмӗшӗ – смарагд, 20пиллӗкмӗшӗ – сардоникс, улттӑмӗшӗ – сердолик, ҫиччӗмӗшӗ – хризолит, саккӑрмӗшӗ – вирилл, тӑххӑрмӗшӗ – топаз, вуннӑмӗшӗ – хризопрас, вун пӗрмӗшӗ – гиацинт, вун иккӗмӗшӗ аметист текен чул. 21Вун икӗ хапхи – вун икӗ ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑ. Хула урамӗ – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран. 22Хулара эпӗ Турӑ Ҫуртне курмарӑм, мӗншӗн тесен ҫак хулашӑн Турӑ Ҫурчӗ – Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑпа Путек. 23Хулана ҫутатмашкӑн хӗвел те, уйӑх та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавӗ ҫутатать, унӑн ҫутаткӑҫӗ – Путек. 24Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ҫак ҫутӑра ҫӳрӗҫ, патшасем хӑйсен ҫӗр ҫинчи мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ. 25Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть. 26Халӑхсем унта мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ. 27Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.
Copyright information for
ChvIBTNT