‏ Revelation of John 5

Ҫыру тӗркемӗ тата Путек

1Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ. 2Вара эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм, вӑл хыттӑн ҫапла каларӗ: «Пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса ҫак кӗнекене уҫма тивӗҫли кам пур?» 3Анчах та кӗнекене уҫма тата пӑхма пултаракан тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те тупӑнмарӗ. 4Эпӗ ҫак кӗнекене уҫса вулама, ун ӑшне пӑхма та пулин тивӗҫли никам та тупӑнманшӑн чылай йӗтӗм. 5Вара ватӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан йӗр. Акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса кӗнекене уҫма пултарать».

6Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ. 7Хайхи Путек престол ҫинче Ларакан патне пычӗ те Унӑн сылтӑм аллинчи кӗнекене илчӗ. 8Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли. 9Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн. 10Эсӗ пире Туррӑмӑрӑн патшалла священникӗсем турӑн, ӗнтӗ ҫӗр ҫинче эпир хуҫаланӑпӑр!» 11Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ. 12Вӗсем вӑйлӑ саслӑн ҫапла калаҫҫӗ: «Пусса Турра кӳнӗ Путек вӑй-хӑватпа пуянлӑх, ӑслӑлӑхпа ҫирӗплӗх, чыс та, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ!» 13Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!» 14«Аминь!» – терӗҫ тӑватӑ чӗр чун. Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT