Revelation of John 6
Пичетсене илни
1Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 2Ҫавӑнтах пӑхрӑм та, акӑ, хам умра шурӑ ут куртӑм. Юланутҫи аллине ухӑ тата хӑйне панӑ пуҫ кӑшӑлӗ тытнӑ. Хӑй ҫӗнтермешкӗн тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек пырать. 3Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илчӗ те, иккӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 4Вара тепӗр ут, ҫӳрен-хӗрлӗскер, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха илме ирӗк тата пысӑк хӗҫ панӑ. 5Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, виҫҫӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. Вара пӑхрӑм та хура ут куртӑм. Юланутҫи аллине тараса тытнӑ. 6Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ. 7Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӑваттӑмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. 8Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ. 9Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм. 10Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ. 11Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ. 12Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ. 13Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ. 14Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ. 15Ҫӗр ҫинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, ҫар пуҫӗсем те, хуҫасем те, ытти мӗн пур чурасемпе ирӗклисем те ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсене пытанса пӗтрӗҫ. 16«Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр! 17Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ! Ҫак ҫилле кам тӳссе ирттерме пултарӗ?»
Copyright information for
ChvIBTNT