Revelation of John 7
Пичет лартса палӑртни
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ. 2Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫ енчен Чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑ тепӗр ангел тухса хӑпарнине куртӑм. Ҫӗрпе тинӗсе сӑтӑр тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: 3«Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!» 4Вара эпӗ пичетпе палӑртнисен хисепне илтрӗм: Израилӗн мӗн пур йӑхӗсенчен пичетпе палӑртнисем пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ. 5Иуда йӑхӗнчен вун икӗ пин ҫынна пичетпе палӑртнӑ; Рувим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Гад йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 6Асир йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Неффалим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Манассия йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 7Симеон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Левий йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иссахар йӑхӗнчен – вун икӗ пин; 8Завулон йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Иосиф йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Вениамин йӑхӗнчен – вун икӗ пин. 9Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ. 10Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ. 11Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. 12«Аминь! Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхпе мухтав, ӑслӑлӑхпа тав, чыс та, вӑй-хӑват та, тӗреклӗх те пултӑр! Аминь», – терӗҫ вӗсем. 13Ватӑсенчен пӗри калаҫа пуҫларӗ. «Ҫак шурӑ тумтирлисем камсем тата ӑҫтан килнине пӗлетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ вӑл манран. 14«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ. 15Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. 16Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ. 17Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT