‏ Revelation of John 8

Ҫиччӗмӗш пичет тата ылтӑн тӗтӗркӗч

1Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсессӗн, тӳпе шӑплӑха путрӗ, ҫапла ҫур сехете яхӑн тӑчӗ. 2Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангела куртӑм. 3Унтан ылтӑн тӗтӗркӗч тытнӑ тепӗр ангел парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна престол умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн пит нумай фимиам тата мӗн пур сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене панӑччӗ. 4Ангел аллинчи фимиамран тухакан тӗтӗм, сӑваплисенӗн кӗллипе пӗрле, Турӑ патне ҫӗкленетчӗ. 5Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.

Ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангел

6Вара ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангел трубисене кӑшкӑртма хатӗрленчӗҫ.

7Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.

8Иккӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, темскер, вут-хӗм сирпӗтекен пысӑк ту пекскер, тинӗсе ӳкрӗ. Вара тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, 9тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, тинӗс ҫинчи карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтрӗ.

10Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. 11Ҫав ҫӑлтӑр Армути ятлӑччӗ. Вара ҫӗр ҫинчи юхан шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути тутиллӗ пулса тӑчӗ. Вӑл йӳҫек шыва пула нумай-нумай ҫын вилсе пӗтрӗ.

12Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ. 13Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.
Copyright information for ChvIBTNT