‏ Revelation of John 9

1Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ. 2Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. 3Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ. 4Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ. 5Хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫав ҫынсене вӗлерме хушман, вӗсен ҫынсене пилӗк уйӑха яхӑн асап кӑтартмалла пулнӑ. Скорпион сӑхнипе ҫын епле асапланать, хӗрлӗ шӑрчӑксем те ҫавнашкалах асаплантармалла. 6Ун чухне ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ.

7Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ. 8Ҫӑмӗсем вӗсен хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек, шӑлӗсем арӑслан шӑлӗ пек. 9Ҫийӗсенче вӗсен ҫар тумтирӗ пек тимӗр тумтир, ҫуначӗсен шавӗ вара ҫапӑҫӑва ыткӑнакан йышлӑ лашасен тата ҫар ураписен шавӗ-кӗмсӗртетӗвӗ евӗр. 10Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ. 11Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион
Аполлион – пӗтермӗш тенине пӗлтерет.
.
12Пӗр хуйхӑ иртрӗ, акӑ, ун хыҫӗнчен тепӗр икӗ хуйхӑ килет.

13Улттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен пӗр харӑс тухать. 14«Ефрат ятлӑ аслӑ юхан шыв хӗрринчи сӑнчӑрланӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», – терӗ ҫав сасӑ трубаллӑ улттӑмӗш ангела. 15Вара хайхи тӑватӑ ангела ирӗке ячӗҫ. Вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗр тӑратнӑ пулнӑ. 16Эпӗ утлӑ ҫарӑн хисепне илтрӗм: унӑн йышӗ ик ҫӗр хут пин-пинччӗ. 17Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать. 18Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ. 19Лашисен вӑй-хӑвачӗ ҫӑварӗсемпе хӳрисенчеччӗ, хӳрисем вара ҫӗленсем пекчӗ. Вӗсем ҫав ҫӗлен пуҫлӑ хӳрисемпе сӑха-сӑха ҫынсене пӗтеретчӗҫ.

20Ҫак виҫӗ инкекпе вилмесӗр юлнисем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем усал сывлӑшсене тата ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, чул, йывӑҫ кӗлеткесене – курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене – пурпӗрех пуҫҫапма пӑрахас темерӗҫ. 21Хӑйсем ҫын вӗлернӗшӗн те, тухатнӑшӑн та, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрланӑшӑн та пурпӗрех ӳкӗнмерӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT