Romans 1
Саламлани
1Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ. 2Ҫав Ырӑ Хыпара таса ҫырусенче Турӑ Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах шантарнӑ. 3Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ. 4Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр. 5Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ. 6Эсир те, Иисус Христос чӗнсе илнисем, Турра пӗлмен ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнатӑр. 7Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.Павел Рима ҫитсе курма ӗмӗтленни
8Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп. 9Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать. 10Хӑҫан та пулин сирӗн патӑра ҫитсе курмашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе кӗллӗмсенче тӑтӑшах Турра йӑлӑнатӑп. 11Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ. 12Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр. 13Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ. 14Манӑн грексемпе варварсене те, ӑслисемпе айваннисене те вӗрентес тивӗҫӗм пур. 15Ҫапла вара, хама илес пулсассӑн, эпӗ сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн хатӗр. 16Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. 17Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ».Этемлӗхӗн айӑпӗ
18Турра хисеплеменни тата этем йӗркесӗрлӗхӗ чӑнлӑха пусарса тӑрать. Унашкал ҫынсем ҫине тӳперен Турӑ ҫилли анӗ. 19Турӑ ҫинчен мӗн пӗлмеллине вӗсем пӗлеҫҫӗ, ҫакна Турӑ Хӑй вӗсене уҫса панӑ. 20Унӑн курӑнми ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ тӗнчене пултарнӑранпах палӑрать, ӑна Вӑл пултарнӑ тӗнчене сӑнасанах ӑнланса илме пулать. Ҫавӑнпа та усал туса пурӑнакансене каҫару пулас ҫук. 21Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ. 22Вӗсем хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухнӑ. 23Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ. 24Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене ирсӗррипех хӑварнӑ: ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса вӗсем хӑйсен ӳт-пӗвне хӑйсемех чыссӑрлатаҫҫӗ. 25Вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа ылмаштарнӑ, Пултаракан Турра пуҫҫапас вырӑнне пултарнӑ япаласене пуҫҫапса чӳклеҫҫӗ. Пултаракан ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр, аминь. 26Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене намӑслӑх тыткӑнне панӑ: вӗсен хӗрарӑмӗсем арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе асса пурӑнаҫҫӗ. 27Вӗсен арҫынӗсем те арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асса пурӑнаҫҫӗ, намӑс ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен пӑсӑклӑхӗшӗн хӑйсемех тивӗҫлӗ тавӑру илеҫҫӗ. 28Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ. 29Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ, 30усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем Турра кураймаҫҫӗ, ҫынсене кӳрентереҫҫӗ, мухтанчӑк, мӑнкӑмӑллӑ, тем тӗрлӗ усал тума та ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. 31Вӗсем ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ, шанчӑксӑр, никама та юратмаҫҫӗ, ниепле те ҫураҫмаҫҫӗ, хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ. 32Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансем Туррӑн тӳрӗ сучӗпе вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ, анчах ҫав ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT