Romans 10
1Эй, тӑванӑмсем! Эпӗ пӗтӗм чӗререн Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. 2Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп. 3Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар. 4Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать.Ҫӑлӑнасси ҫинчен
5Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Саккун хушнисене пӗтӗмпех пурнӑҫлакан ҫын чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 6Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен вара Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӑшӑрта: „Тӳпене ҫӗкленме кам пултарӗ?“– тесе ан ыйтӑр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана ҫӗр ҫине антарма“тениех пулать. 7Е тата: «„Тӗпсӗрлӗхе анма кам пултарӗ?“– ан тейӗр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана вилӗмрен чӗртсе тӑратмашкӑн“тениех пулать. 8Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ. 9Енчен те эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисуса Хуҫамӑр тесе йышӑнатӑн пулсан, чӗрӳпе Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине ӗненетӗн пулсан – ҫӑлӑнӑн. 10Мӗншӗн тесен тӳрре тухмашкӑн – чӗререн ӗненмелле, ҫӑлӑнмашкӑн – ӗненӳ ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа уҫҫӑн каламалла. 11«Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ», – тенӗ Ҫырнинче. 12Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ. 13«Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнать», – тесе те каланӑ-ҫке. 14Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес? 15Вӗсене ӳкӗтлесе вӗрентме никама та яман пулсан, вӗсене кам ӳкӗтлӗ? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекенсен, ырри ҫинчен пӗлтерекенсен урисем епле чаплӑ!» 16Анчах та Ырӑ Хыпара пуртех йышӑнмарӗҫ. Исаия пророк каланӑ пек: «Турӑҫӑм! Эпир каласа пӗлтернине камах ӗненчӗ?» 17Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать. 18«Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ». 19«Ҫакна Израиль халӑхӗ пӗлмен-им?» – тесе ыйтатӑп татах. Ку ыйтӑва Моисеях Турӑ сӑмахӗсемпе хуравланӑ: «Халӑх тесех те калама ҫук халӑх урлӑ Эпӗ сирӗнте кӗвӗҫӳ ҫуратӑп, ҫав айван халӑх урлах Эпӗ сирӗнте вӗчӗхӳ ҫуратӑп». 20«Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ; Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ», – тенӗ Исаия пророк урлӑ Турӑ тӳррӗнех. 21Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм».
Copyright information for
ChvIBTNT